Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Канаш районӗ

Темиҫе ҫул каялла салтака кайман яшсене арҫын вырӑнне те хуман. Хӗрсем те ун пек «юрӑхсӑр» каччӑсемпе калаҫсах кайман. Сывлӑх енчен хавшаннӑ пулин те яшсем салтака каясшӑн ҫуннӑ. Хальхи саманара вара ку ыйту тавра лару-тӑрӑ самай синкерлӗ.

Сӑмахран, Канаш районӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче пурӑнакан яш-кӗрем ҫар хӗсметне хытах каясшӑн мар пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл 2009–2012 ҫулсем хушшинче хӑйӗн патне военкомат ярса панӑ ятарлӑ чӗнӳ хучӗсене шута илмен, комитета пилӗк хутччен кайман, кайманнин сӑлтавӗ те ун пулман.

Йӗрлев комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫ-пуҫа пула Канаш районӗн суд ларӑвӗнче хайхи каччӑна салтака каймалли яваплӑхран тарса ҫӳренӗшӗн 50 пин штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Шел пулин чӑннипех те каччӑсем хушшинче хӑйсен кӑмӑлӗпе салтака каяс текенсен шучӗ иртнӗ ҫулсенчен самай пӗчӗк. Ку лару-тӑрӑ мӗнле сӑлтавпа ҫыхӑнни — чӑннипех те кӑсӑклӑ. Ҫар хӗсметне тухмалли вӑхӑт тахҫанхи пек 2 ҫул та мар — ҫулталӑк ҫеҫ, ҫапах яш-кӗрем тӗрлӗ мелсемпе усӑ курса салтака каяссинчен хӑтӑлма хӗмленеҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63667.html
 

Путвала резина атӑсӑр кӗреймӗн
Путвала резина атӑсӑр кӗреймӗн

Канаш районӗнчи Шӑхасанти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, 11-мӗшӗнче, пурӑнакансем путвалта шыв тӑнипе, унтан ырӑ мар шӑршӑ хваттерсене хӑпарнипе халтан кайнӑ. Ҫуркуннеренпех ҫапла-мӗн. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тытӑмра ӗҫлекенсем килсе шыва уҫласа каяҫҫӗ иккен те, анчах кӑштахран каллех тулать.

Ҫакӑн сӑлтавне шыранӑ май ҫуртра пурӑнакансем канализаци пӑрӑхӗ шӑтӑк пуль тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫурта тытса тӑракан компани вара хваттерте пурӑнакансене хӑйсене айӑплать. Вӗсем хӑйсем тӗллӗн путвал чавса пӗтернӗ мӗн-те ҫумӑр шывӗ лекет имӗш. «Дренаж тӑвасси пирки эпӗ темиҫе хутчен те сӑмах хускатнӑ», — тет иккен компани директорӗ Сергей Иванов. Анчах ку ӗҫе камӑн тытса тумалли пирки вӑл шарламан.

 

Ҫуллахи кунсене пурте чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр пулин те вӗсем ыррипе кӑна мар асра юлаҫҫӗ. Ҫу вӑхӑчӗ ҫитнӗренпе республикӑра шыва путса вилнӗ тӗслӗхсем тӑтӑшах тӗл пулма тытӑннӑ.

Ытларикун, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнчи пӗвере 52 ҫулхи путса вилнӗ. Чӑваш Енчи Раҫҫейӗн ИӖМ ПУ пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ инкек ирхи 9 сехетре пулса иртнӗ. Хальлӗхе путса вилнӗ арҫын ӳсӗр е урӑ пулнине пат татса калаймаҫҫӗ-ха. Комсомольски районӗнчи Йӑлмахва ялӗнчи пӑтӑрмахра вара — вӑл ҫӗртмен 22-мӗшӗнче пулнӑ — 35-ри арҫын ӳсӗрле вутӑшсен аллине лекнӗ.

Кӑҫал республикӑра шыв таврашӗнче пуре 11 пӑтӑрмах сиксе тухнӑ пулнӑ. Вӗсенче 8 ҫын вилнӗ, 13 ҫынна ҫӑлма пултарнӑ. Ҫапла май пурне те асархаттарас килет — шыва кӗрсен инкек-синкек тухасран тимлӗхе ан ҫухатӑр.

Аса илтеретпӗр, официаллӑ майпа республикӑра 15 пляж ӗҫлет.

 

Тӑвай районӗнчи юсаса ҫӗнетнӗ ҫул
Тӑвай районӗнчи юсаса ҫӗнетнӗ ҫул

Тӑвай районӗнче пурӑнакансем тинех лӑш сывласа янӑ теме пулать. Ку хыпар ҫуран ҫӳрекенсемшӗн, тен, аплах та мар пулӗ-ха. Анчах Тутар Республикине тата Чӗмпӗр облаҫне каян-килен автомашина хуҫисем уншӑн хавасланма тивӗҫ. Ара, вӑл ҫулпа ҫӳресе курнисем ТӑвайЧӑваш ЧутейМӑн Кайпӑҫ ҫулпа ҫӳресси чӗр нуша пулнӑ теҫҫӗ. Вунӑ ҫул ытла юсаман ҫул япӑхсах кайнӑ иккен. 3 километр ытларах ытларах тӑршшӗ ҫула строительсем икӗ уйӑхран кӑшт сахалтарах вӑхӑтра юсаса пӗтернӗ. Ӗҫ калӑпӑшӗ вара пӗчӗк пулман-мӗн. Мӗншӗн тесен ӑна юсанӑ кӑна мар, сарнӑ та.

Ҫул юсани пирки каларӑмӑр та, Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнче пурӑнакансем те халӗ хавасланма пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫул-йӗрҫӗсем КанашШаккӑл автоҫула та юсанӑ. Ӑна та сарнӑ, ҫул айккисене ҫирӗплетнӗ.

Сӑнсем (7)

 

Ҫӗртме уйӑхӗн 14-17-мӗшӗсенче Ӑренпур хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри «Тӑван ялӑм юрлать» фестиваль-конкурс иртнӗ. Чӑваш Енрен унта Канаш районӗнчи Сиккассинчи «Салам» вокал ансамблӗ хутшӑннӑ.

Унта хутшӑнакансен тӑван тӑрӑхӗнчи мӗн авалтан пыракан юрӑ-ташӑ пултарулӑхне кӑтартма тивнӗ. Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Роза Шоркина ертсе пыракан «Салам» «Тӑрна», «Уй варринче», «Тӳттӗл» чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Композиторсен произведенийӗсене илсен, ушкӑн Аркадий Ӗҫхӗл сӑввипе Филипп Лукин ҫырнӑ «Вӑйӑ юррине» куракансен умне кӑларнӑ. Республикӑн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «Салам» юррисене куракансем кӑна мар, жюри те кӑмӑлтан йышӑннӑ. Конкурса хутшӑннипе пӗрлех ансамбль Ӑремпур облаҫӗнче вырӑнсене тухса ирттернӗ концертсене те хутшӑннӑ-мӗн. «Вокал ансамблӗсем» номинаципе «Салама» иккӗмӗш степеньлӗ дипломпа чысланӑ.

 

Ыран, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, Асхвари «Урожай» стадионра Канаш районӗн Акатуйӗ иртӗ. Уяв ирхринех, 10 сехетре пуҫланӗ те каҫхине вӗҫленӗ. Яланхи пекех сире спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура программи кӗтӗ. Халь кӑна илтрӗр пулсан сире пурне те ҫак уява йыхравлатпӑр!

Мӗнле кӑна ӑмӑрту пулмӗ-ши... Ирхине (Акатуй пуҫлас умӗн пуль-ха) шкул ҫулне ҫитмен ачасем 60 метр чупӗҫ. Каярах вӗсем ҫӗр метр велосипедпа ярӑнса тупӑшӗҫ. Ӑмӑрту хатӗрӗ — велосипечӗ — хӑйсен пулмалла имӗш.

10 сехетре, Акатуя уҫнӑ вӑхӑтра мини-футбол ӑмӑртӑвӗ пуҫланӗ. Районти ял тӑрӑхӗсен, предприятисемпе организацисен ушкӑнӗсем ӗнерех, ҫӗртмен 6-мӗшӗнчех тупӑшнӑ, уяв вӑхӑтӗнче вара ҫак ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫине палӑртмалла иккен.

Канаш районӗн Акатуйӗнче ытти енлӗ ӑмӑртусем те сахал мар: кашта ҫинче туртӑнасси; дартс пересси; кире пуканӗ йӑтасси; ал вӑйне виҫесси; волейболла вылясси; пӗрене ҫинче кӗрешесси; кӗрешӳ; вӗрен туртасси; тата ыт. те. Юланутҫӑсен ӑмӑртӑвӗ пирки те манмалла мар.

Юрӑ-ташӑ сасси кунӗпех янрӗ, техӗмлӗ апат шӑрши инҫетри ялсене те ҫитӗ пулӗ.

 

Этем темиҫе ӗмер хушши ҫанталӑка сӑнать пулин те унӑн пур вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлсех ҫитереймест-ха. Ак, хальтерехри пулӑмсенех пӑхас — ҫу уйӑхӗн вӗҫӗ ҫитнӗ пулин те хӗвеллӗ кунсемпе пӗр танах ҫумӑр ҫӑвать, пӑр ӳккелени те пулкалать.

Ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче республикӑра ҫанталӑк пӑсӑк тӑчӗ — ҫилӗ те таврара самай алхасрӗ, ҫумӑрӗ те хытӑ ҫурӗ. Республикӑн хӑш-пӗр районӗсенче вара ҫумӑрпа пӗрлех пӑр ҫунине те палӑртаҫҫӗ. Канаш хулинче аҫтӑрхан мӑйӑрӗ пек пӑр ӳкнӗ иккен. Вӗсем йывӑҫ, чие тӗмисемпе улмуҫҫисене, помидор, купӑста кальчисене шар кӑтартнӑ. Юрать-ха ҫак пулӑм ытти тӑрӑхсене айӑкран иртсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62962.html
 

Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫул ҫитмен 16 пин ытла ҫамрӑка вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртаҫҫӗ. Вӑтӑр урлӑ каҫнисемпе вӗсенчен аслисем 4-5-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑнах колхозӑн кӑшман уйне ҫум ҫумлама е утӑ тавӑрма ҫӳренине астӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Каярах вара пӗчӗкле ӗҫлеттерме юрамасть тесе саккун тухрӗ. Халӗ 14 ҫултан иртсен ҫеҫ сенӗк-кӗреҫе тытма юрать. Вӗсен те пулин ашшӗ-амӑшӗ, опекӑпа попечительство органӗ хут ҫырса ирӗк пани кирлӗ. Унтан та ытларах — пур ӗҫе те кӳлӗнеймӗн, ҫӑмӑлтараххине кӑна. Юрӗ, ҫитӗ кун пирки — вӑл умсӑмах вырӑнне пулчӗ тейӗпӗр…

Хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме республика хыснинчен 13 миллион тенкӗ ытла уйӑрма пӑхса хӑварнӑ, ҫамрӑксене шалу тӳлеме ӗҫ паракансен хӑйсен те тупра тупмалла — пурӗ 3,8 миллиона яхӑн.

Паллах, муниципалитетсем те айккинче юлмӗҫ. Вӗсем 3 миллиона яхӑн уйӑрмалли паллӑ. Пуринчен пысӑк суммӑна (1,1 миллион тенкӗ ытларах) ҫак тӗллевпе Шупашкар хули кӑларса хурӗ. Кунта, ахӑртнех, ҫамрӑксем йышлӑ пулни те витӗм кӳрет-тӗр. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канаш хулисем 220 тата 200-шер пин уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ.

Малалла...

 

«Атте мана шур пӳрт лартса парап тетчӗ йӗтем ҫине чӑрӑш шӑтса тухсан», — ҫапла йӗркесем пурччӗ чӑваш халӑхӗн пӗр юрринче. Самана улшӑннӑ май унти шухӑш пӗр вӑхӑтра ҫивӗчлӗхне ҫухатнӑччӗ. Анчах кайран, ҫӗре аукцион урлӑ туянмалли йӗрке тухсан, укҫа-тенкӗ енчен хӗсӗкрех пурӑнакансен авалхи ҫав юрра тӑсса ярасси кӑна юлнӑччӗ. Ара, малтан ҫӗрне аукционта туян; кайран пӳртне лартма «кӗмӗл» пух. Пуянсем вӑй ҫитерӗҫ-ха, ыттисен вара мӗн тумалла тет? Тӳре-шарапа тӗлпулусем иртнӗ чух та тӗрӗссипе ҫак ыйтӑва ҫынсем час-часах хускататчӗҫ. Йӗрки ҫапла та, лешсен те хулпуҫҫие хӑпартасси кӑна юлатчӗ. Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр тӳлевсӗр уйӑрса парасси пирки саккун тухнӑ хыҫҫӑн лару-тӑру тинех улшӑнчӗ.

Республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗр илме паянхи кун 3 200-е яхӑн ҫемье черете тӑнӑ. Кун пек тӗллевлисем Шупашкар хулинче уйрӑмах йышлӑ-мӗн — 1200-е яхӑн. Тепӗр тесен, кунтан тӗлӗнмелле те мар — тӗп хуламӑрта халӑх йышлӑ пурӑнать-ҫке. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсем ҫӗр илес текенсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ те иккен.

Малалла...

 

Инкек алӑкран шаккаса килмест теҫҫӗ ваттисем. Ку сӑмахсен чӑнлӑхне Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма ялӗнче хӑйсем ҫинче туйса курнӑ. Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче асӑннӑ ялта ӑнсӑртран шыва кӗрсе ӳксе пӗр хӗрача реанимацине лекнӗ, тепӗр ултӑ ҫулхине вара шел пулин те ҫӑлма ӗлкереймен.

Чӑваш Ен ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх 9 тата 6 ҫулхи хӗрачасем пӗве хӗррипе велосипедпа ярӑннӑ май ӑнсӑртран шыва кӗрсе ӳкнӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫа курнӑ кӗҫӗн ҫулсенчи хӗр пӗрчи яла, кукамӑш патне пулӑшу ыйтма чупнӑ. Лешӗ 9 ҫулхи хӗре ҫӑлма ӗлкернӗ, кӗҫӗнреххине вара кайран ял арҫыннисем шывран кӑларнӑ. Анчах та вӑл вӑхӑталла хӗрача сывламан ӗнтӗ.

Кун йышши инкек хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем валли ҫав тери пысӑк хуйхӑллӑ. Нихҫан лӑпланма пӗлмен ырату туйӑмӗ пурнӑҫ ҫулӗпех чӗрене хумхантарса пурӑнӗ. Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене тимлӗрех пӑхмалла, йӑнӑшсенчен сыхланма вӗрентмелле, шӑпӑрлансен те асӑрхануллӑрах пулмалла. Пурнӑҫ вӑл — вӑйӑ мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i974.html
 

Страницӑсем: 1 ... 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, [83], 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 01

1892
133
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
113
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
31
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть